Çăлтăр тупнă каччă

Андриян  Григорьевич Николаев ячĕ пĕтĕм тĕнче историне, çав шутра Тăван çĕр – шыв историне кĕрсе, çырăнса юлнă. Вăл, чăннипех те, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ. Ачаранах пурнăç тути – масине, çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ Шуршăл каччи. Хăй тăрăшнипе çирĕппĕн ура çине тăнă, çÿл тÿпене çити çĕкленнĕ. Ахальтен мар пуль ăна «çăлтăр тупнă каччă» тенĕ. Çăлтăра тупма, ăна алăра çирĕппĕн тытса тăма çăмăлах  пулман пуль сăпайлă чăваш каччине. Мал ĕмĕтлĕ пулни ăна космонавтсен йышне çитернĕ пулĕ тетĕп.

    Студент чухне пире Шуршăл тăрăхне хăмла татма янăччĕ. Шăпах авăн уйăхĕн 10 – 11 мĕшĕсенче  А.Г.Николаев амăшĕ вилнĕ текен хыпар сарăлчĕ. Пытарнă çĕрте эпир те пултăмăр. Вăл кун кунĕпех çумăр лÿшкерĕ. Халăх питĕ нумайччĕ. Пĕрремĕш хут çавăн чухне хамăрăн паллă ентешĕмĕре курма тÿр килчĕ. Никамăн та тăван амăшĕнчен уйрăлса каяс килмест ĕнтĕ. Çут çанталăк та Андриян Николаевпа пĕрле  хурланчĕ пулас. Çумăрĕ пĕр чарăнмасăр çурĕ те çурĕ.

   Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ. Шуршăл каччине А. Николаева урăх курасси пулмарĕ.   Пĕтĕм тĕнче пĕлекен пултаруллă ентешĕмĕр ĕмĕрлĕхех куçне хупнă ĕнтĕ. Кăçал 2012 çулхи çурла уйăхĕнче пирĕн «Кăйкăр», чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ А.Г. Николаев пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕренпе 50 çул çитет. Çавна май республика шайĕнче, районта, пирĕн Юманай шкулĕнче те чылай мероприяти иртĕ тесе шухăшлатăп. Çакăн пек мухтавлă та хисеплĕ чăваш çыннисемпе мăнаçланмаллипех мăнаçланмалла пирĕн паянхи çамрăксен. Яланах çавăн пек пултăрччĕ!