Эпир пурте ачалăхран

  

«Эпир пурте ачалăхран», - тенĕ тахçан пĕр паллă çын. «Ачалăх» тесессĕнех вара кашни çын ачаран выляса ÿснĕ вăйăсене, аслисем юрланă юрăсене, ватă çынсем ытарлă каланă сăмахсене аса илет. Çав асамлă самантсем ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ, ырă та ăшă туйăмсем этем чунĕнче ĕмĕр тăршшĕпех упранаççĕ.

    Вăйăсенех илер акă. Ача выляса ÿсет, вăйăра вара унăн ăстăнĕ, тавракурăмĕ аталанать, çав хушăрах тата сывлăхĕ те çирĕпленет. Чăваш çынни ачана пĕчĕкренех пурăнма вĕрентет. Çавна май вăййисем те вĕсен пурнăçпа çыхăннă. Вăйăра ача йышпа, ушкăнпа пурăнма, ĕçлеме  хăнăхать, вăйăрах унăн пултарулăхĕ аталанать, характерĕ те палăрма тытăнать.

    Чăваш вăййисем ырăпа усала уйăрма, çемçе чунлисене çирĕпрех пулма пулăшаççĕ. Вăйăсенче темле шалтан тапса тăракан хăват пур тейĕн. «Ачаран выляса ÿснĕ ача каярахпа пурнăçра та çитĕнÿсем тума пултарать» текен шухăш та пур чăвашăн. Ача выляса ÿсет, вăйăра вара унăн ăс – тăнĕ, тавракурăмĕ аталанать, çав хушăрах тата сывлăхĕ те çирĕпленет. Çавăнпа та хальхи шкул ачисене чăваш вăййисемпе паллаштарсах тăмалла.

    «Этем ырă - ăсĕпе», - тет чăваш. Çавна май халăх хушшинче ачасен ăс – тăнне аталантармалли тата тимлĕхне ÿстермелли вăйăсем те çÿреççĕ. 5-6 – мĕш класра вĕренекенсемпе уроксенчи кану саманчĕсенче «Çĕр, сывлăш, çулăм, шыв», «Тинĕс пĕрре хумханать, тинĕс тепре хумханать…», «Йĕппи хыççăн çиппи»….- çакăн йышши вăйăсене вылятпăр. Кун пек вăйăсем сывлăха та çирĕплетме пулăшаççĕ. «Йĕкĕт, Мĕкĕт,  Чĕпĕт»(е  «Пуп, Тап, Çуп») ятлă вăйăра  «киле таврăннă чух кам ÿксе юлнине» тĕрĕс калаймасан чĕпĕтме, кăтăклама… тытăнаççĕ, тавçăрусăррисенчен тăрăхлама та пултараççĕ. Кирек мĕнле вăйă та тавçăруллăрах, çивĕчрех пулма хистет.

   Авал аслисем ачасен вăййисем савăнăçлăрах, хаваслăрах пулччăр тесе тăрăшнă. «Çамрăк чухне выльăр, кулăр, ÿкĕнмелле ан пултăр!» - тенĕ вĕсем.  Ваттисем пĕчĕкрех  ачасемпе пĕрле тухса ларнă. Иртнĕ кунсене аса илсе ларнă май ачасене те сăнанă, вĕсене куçран вĕçертмен. «Ача – пăчана çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванлăхĕ хыççăн ан кай», -тенĕ ĕлĕк. Çапла майпа, ваттисем ачасене пур енчен те вĕрентсе пыма тăрăшнă. «Ватă çынна итлес пулать, çамрăккине вĕрентес пулать», «Ватă ăс  памасăр ĕç ăнмасть», «Ватти çук та,  латти çук», «Ватă ятламасан çамрăк ÿсмест», «Ватă – вĕтĕ пулмасан пĕр йĕрке те килмест»,  - тенĕ авалах.  Ахальтен мар пуль ватти тата вĕтти сăмахсем мăшăрлă çÿреççĕ. Çакăн пек авалтан пыракан асаттесен йăлисене пирĕн паянхи çамрăксен малашне те тытса пырасчĕ. Çамрăк ачасен мăн асаттесем вылянă вăйăсене, мĕн пĕчĕкрен илтсе ÿснĕ каларăшсене пĕлмеллех.