Тăрăшни сая каймарĕ

Шурă Шупашкарăмăртан таврăннăранпа виçĕ кун та иртрĕ. Паянхи кун та хавхалануллă туйăмпа çÿретĕп.  Ара, çирĕм çул курман студент чухнехи тусăмсемпе  тĕл  пултăмăр мар – и?  Юрать – ха, республика, регион  шайĕнче пулса иртекен олимпиадăсенче, тĕрлĕрен конкурссенче курнăçма  май пур. Хамăр та пуçĕпех ĕçе, вĕрентÿ ĕçне кÿлĕннĕ, хулана та час – часах тухса çÿрейместпĕр. Чун  каниччен калаçрăмăр, иртнине аса илтĕмĕр. Студент пурнăçĕнчи чылай кулăшла самант манăçа тухнă иккен. Чăваш патшалăх университечĕнчен вĕренсе тухни кăçал çирĕм çул çитет. Паллах, пур япалана та асра тытма май çук. Тутар тăрăхĕнче пурăнакан Светлана та ав Чăваш Ене килсе курма май килнĕшĕн питĕ хавас пулчĕ. Аса илÿ çăмхи пире таçта та çитерчĕ. Шупашкар хулинче тăрăшакан Маргарита та хăйĕн ĕçне пăрахсах пирĕнпе курнăçма тăрăшрĕ.

    Хальхинче республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕренекен ачасен олимпиадине хутшăнма май килчĕ. Тĕп  хуламăрти  И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика униерситетĕнче иртрĕ виççĕмĕш тур. Юманай шкулĕнчен  икĕ ача, 9 – мĕш класра вĕренекен Капитонова Еленăпа 11 – мĕш класри Яковлева Оксана,  хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Оксана виççĕмĕш çул хутшăнать ĕнтĕ республикăри олимпиадăна. Тăрăшни сая каймарĕ, пултаруллă пике 2 – мĕш вырăна тухма пултарчĕ. «Чăннипех те маттур иккен эсĕ, Оксана. Яланах çакăн пек тавçăруллă пул!» - тесе калас килет Юманай пикине. Пур предметпа «пиллĕк» паллăпа ĕлкĕрсе пырать вăл. Ахальтен мар пуль ăна Президент стипендине илме кандидата тăратнăччĕ. Малашне те ăнăçусем тума ырлăх – сывлăх сунас килет Юманай шкулĕнче вĕренекен пултаруллă хĕр упраçсене.