Эпир тивлетсĕр мар…

   «Чăваш Наци Конгресĕ Çĕмĕрле районне кĕрекен Турханти физкультурăпа спорт тата кану енĕпе ĕçлекен центрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсемпе семинар ирттерет», -  çакăн пек хыпар çитрĕ Юманай шкулне. Ĕлĕкхи студент пурнăçне аса илтĕмĕр мари? «Чăваш уйрăмĕн студенчĕ пĕр каçра ним те мар турккă чĕлхине вĕренсе зачёт илме те,  экзамен тытма та пултарать», - тесе шÿтлетчĕç ун чухне. Эпир те акă  ик – виç каç хушшинче ним те мар шкул ĕçне, уйрăмах чăваш чĕлхипе литературин, тăван ен культурин учителĕсен ĕçне кăтартакан 105 слайдран тăракан презентацие,  тĕрĕ – эреш, ачасем çырнă тĕпчев ĕçĕсен, căвă – калавсен, хăйсен аллипе тунă ÿкерчĕксен, сувенирсен выставкине йĕркелерĕмĕр. Чăн чăваш тĕрриллĕ масмаксемпе тутăрсем, илемлĕ   чăваш тумне тăхăнтартнă  пуканесем, патшалăх символикине çыпăçтарса тунă наци арчи, Нарспи  ятлă чăваш пики курма пынă чылай хăнана хăйсем патнерех илĕртрĕç. Уйрăмах чăваш пуканисем пĕчĕк хĕр упраçсен кăмăлне кайрĕç пулас. Вĕсем чылайччен пуканесем çине ăмсанса пăхрĕç. Ача чухне пирĕн алăра çавăн пек капăр тумлă тетте пулас пулсан пирĕнтен телейлĕ çын та пулас çукчĕ.

    Семинар «çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре патриотизм туйăмне аталантарассине тĕпе хумалла»  текен шухăша çирĕплетрĕ. Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвкомне ертсе пыракан  К. В. Портнов палăртнă тăрăх, ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтмелли чĕлхесен шутне кĕртнĕ иккен. «Çавăнпа та республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕр – шыва юратма, тăван халăхăмăрăн йăли – йĕркине тытса пыма вĕрентсе пымалла, Г.Волков этнопедагог вĕрентнисене тĕпе хумалла», - тесе палăртрĕ. Г. Волков меслечĕсемпе Якут, Калмăк тăрăхĕнче халĕ те усă кураççĕ иккен. Ахальтен пирĕн паллă ăсчахăмăр вĕсем патĕнче ĕçлемен – мĕн.

   Чăваш Наци Конгресĕн Президенчĕ  Г.Н. Архипов  хăйĕн сăмахне Чăван наци гимнĕнчен, «Алран кайми аки – сухи» юрăран пуçларĕ. Залра ларакансем пурте пĕрле ура çине тăрса юрларĕç авалхи кĕреке юррине. «Çавăн пек илемлĕ чăваш юррисене юрлама вĕренсе пырсан пирĕн малашлăх пулатех. Кашни шкултах фольклор ушкăнĕ пулмалла. Çакăн пек ачаран юрă – ташăпа çитĕнекенсем вĕсем пурнăçра та пур çĕрте те активлă пулĕç. Шкулти музыка учителĕсемпе чăваш чĕлхи учителĕсен пĕр шухăшлă пулмалла. Шел пулин те, хальхи вăхăтра çĕр – шыва юратакансем сахаллансах пыраççĕ. Хамăр чăваш хушшинче çуралса ÿснĕ Г. Волков пек, А. Николаев пек пултаруллă чăвашсемпе мухтанмаллипех мухтанмалла пирĕн. Шкулсенче И. Яковлев меслечĕсене тĕпе хурса вĕрентмелле», - çавăн пек сăмахсемпе палăртрĕ хăйĕн шухăшне Геннадий Николаевич.

  Çĕмĕрле районĕн культура пайне ертсе пыракан З.  Карпова та, вĕрентÿ пайне ертсе пыракан А.Б. Спиркин та тăрăшсах чăвашла калаçрĕç. Çĕмĕрле тăрăхĕнче мăнаçланма тивĕçлĕ çынсем пуррине палăртрĕç вĕсем, уйрăмах чăваш чĕлхипе литератури учителĕсене чăвашлăха упрама тăрăшнăшăн тав туса калаçрĕç. «Çĕмĕрле тăрăхĕнче наци туйăмĕ упранса юласса шанас килет», - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне районти культура пайĕн ертÿçи З. Карпова.

   Семинара килнисем умне Пушкăрт республикинче  çуралса ÿснĕ Елена Шурту юрăç та тухрĕ. Вăл пушкăрт чăвашĕсен юррисемпе паллаштарчĕ, Я. Ухсай, Г. Волков  сăввисене  илемлĕ вуларĕ. Чăннипех те, халăх юрринче каланă пек «ĕмĕрне те асран каймĕç юрласа савăннисем…»  Г. Архипов калашле, «халăх юррисем пире, чăвашсене, пĕрлештерсе тăччăрччĕ».