Физкультурăпа спорт вăййисен уйăхлăхне хутшăннă май

Мĕн авалтан чăваш ачи уçă сывлăшра выляса ÿснĕ, вăйăра вара унăн ăс – тăнĕ, тавракурăмĕ аталаннă, çав хушăрах тата сывлăхĕ те çирĕпленнĕ. «Сывлăх – пирĕн пурлăх», «Сывлăхран хакли ним те çук», - çакăн пек вĕрентнĕ аслашшĕсем хăйсен мăнукĕсене. Уçă сывлăшра вылянине мĕн çиттĕр? Вăйăра вара туслăх çуралать, шăмшак çирĕпленет. Чăваш ачи вăхăчĕпе вылянă, вăхăчĕпе вара  аслисемпе пĕрле   ир пуçласа каçчен ĕçре пиçĕхнĕ.  «Вăйă вылясси те вăхăчĕпе кăна», «Авăнма пĕлмен  пилĕк час хуçăлать», - тенине мĕнле манайăн? Ĕçрех пиçĕхнĕ, ĕçрех сывлăха çирĕплетнĕ чăваш ачи. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă, çавăнпа патвар пулнă.

Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче те пулас учительсен сывлăхне çирĕплетесси çине çирĕп  тăнă Иван Яковлевич Яковлев.  Шкулта çамрăксем ытларах уçă сывлăшра çÿренĕ, физкультура урокĕсенче ÿт – пĕве çирĕплетнĕ, тĕрлĕ ĕçе хăнăхнă. «Юратса тунǎ ěç çынна савǎнǎç, телей, сывлǎх кÿрет», - текен шухăша çирĕплетнĕ И.Яковлев.  Çак шухǎша хǎйěн вěренекенěсем патне çитерме тǎрǎшнǎ. Вǎл сывлǎх çинчен калаçнисěр пуçне ачасемшěн хǎй тěслěх вырǎнěнче пулнǎ. И.Яковлев  кун йěркине çирěп тытнǎ, ытларах çуран çÿренě, çынсемпе тарават, кǎмǎллǎ пулнǎ, ир пуçласа каçчен тăрăшнă. Сывǎ çын çунатлǎ, ирěклě, ун сумне чир-чěр çулǎхма хǎрать. Çавна шута илнĕ пулас пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр. Паянхи çамрăксен И.Я. Яковлевран ырă тĕслĕх илесчĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ вăхăта компьютер умĕнче усăсăр ларса ирттерет, хăйĕн сывлăхне пĕтерет. Уçă сывлăшра выляса савăнас вырăнне пÿлĕмре пăчăхса ларать.

   Эх, хамăрăн ачалăха таврăнасчĕ пĕр кунлăха та пулин! Пальто аркисем шăкăр – шăкăр пăрланса, шăнса ларатчĕç, алсиш тĕсĕ палăрми пулатчĕ – хамăр вара виçесĕр савăннă, каç пулнă пулсан та киле кĕрес килмест. Тăвайккинчен çут хут çине ларса ярăнса  каятăн та - хăваласа çит вара сана. Нимле çунашка та кирлĕ мар. Киле кĕрсен вара урок тунă çĕртех çывăрса каятăн. Ара, выляса ывăннă мар – и? Хальхи ачасен темле техника та ал айĕнче, пирĕн вăхăтра телевизорĕ те сахалрах пулнă. Юрать – ха, вăхăчĕпе выляса юлнă. Хальхи хăш – пĕр ачасем тăвайкки мĕнне те пĕлмеççĕ. Шкулта физкультура урокĕн сехечĕсене хушса пани савăнтарать, мĕншĕн тесен хамăр ачасене ырă-сывă, çирĕп чунлă, хаваслă, телейлĕ, ăслă курас килет. Сывлăха вăхăтра çирĕплетмелле. Çакна яланах асра тытасчĕ Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасен физкультурăпа спорт вăййисен уйăхлăхне хутшăннă май. Тĕнчери тата Европăри спорт ăмăртăвĕсенче  чемпион тата çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ, Олимп вăййисен чемпионĕсенчен,  хамăр паллă ентешсенчен В.Ярды, А. Скворцов, О. Трофимова; В.Егорова, Е.Николаева пек пултаруллă спортсменсенчен тĕслĕх илесчĕ пирĕн. Чыс та мухтав чăваш халăх ятне çÿле çĕклекен спорт ăстисене, Чăваш енĕн физкультура ĕçне аталантарса пыракансене! Яланах çакăн пек пултăрччĕ!