Тĕрлĕ тĕслĕ çутататăп

                                     Тĕрлĕ тĕслĕ  çутататăп,

                                     Çивĕч куçсемпе сăнатăп,

                                     сывлăхпа телей сунатăп,

                                     çакăн пек чунтан калатăп:

                                     - Пит аванччĕ тăхтасан,

                                      Телей пулмĕ васкасан.

    Çакăн пек асăрхаттарать Юманай шкулне пуçтарăннă хăнасене тĕрлĕ тĕслĕ Светофор.  Кунта паян, 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 10 – мĕшĕнче, хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Çĕмĕрле районнне кĕрекен вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен учительсемпе воспитательсем тата вĕренÿ пайне ертсе пыракансем район шайĕнче ирттерекен конференцие пуçтарăннă.

    Юманай шкулĕ – районти тата республикăри чи паллă шкулсенчен пĕри. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ  çак шкулта ĕçлекенсем «Хăрушсăрлĕх урапи» программăна тĕпе хурса уроксенче, класс сехечĕсенче тĕрлĕрен конкурссемпе мероприятисем ирттереççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ сăвă – калав, юмах – халап ăстисемпе паллаштараççĕ. Çамрăк çыравçăсем хăйсен тантăшĕсене çул çинче çÿренĕ чух питĕ асăрхануллă пулмаллине асăрхаттарсах тăраççĕ.

    Шкулта историпе краеведени музейĕ пур. Çамрăк экскурсоводсем пĕрремĕш хут районтан килнĕ хăнасем умĕнче экскурси ирттерчĕç. «Карап çинчен тÿрех бала» тенĕ пекех  туйăнчĕ  çамрăк хĕр упраçсемшĕн паянхи экскурси. Хăшĕсем хăйсене вăтанчăк тытрĕç, хăшĕсем вара ним хăрамасăр шкул музейĕнчи стендсемпе, тĕрлĕрен экспонатсемпе паллаштарчĕç. Çамрăк экскурсоводсене, 6 – 10 классенче вĕренекен Арсентьева Наталийăна, Логинова Фаинăпа Петрова Дианăна, Ефремова Людмилăпа Григорьева Екатеринăна, Чернова Алинăпа Никонорова Кристинăна, Архипова Татьянăпа Константинова Маринăна, Капитонова Алинăпа Семёнова Зинаидăна, Иванов Викторпа Капитонова Еленăна, экскурси ирттерме пулăшнăшăн  пысăк тав сăмахĕ калас килет.

   Шкулти кашни учительпе воспитатель тенĕ пекех хăрушсăрлăх правилисемпе кăтартуллă ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхи урокне итлеме пынă учительсем акă тăрăшсах тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç, «Светофор тени мĕн тени?», «Хăрушсăрлăх   правилисемпе  çыхăннă ваттисен сăмахĕсемпе уроксенче усă курасси» темăсемпе йĕркеленĕ презентацисене пăхрĕç, ачалăха аса илсе тăрăшсах светофор тĕсĕсене ÿкерчĕç, урокра палăртнă çĕнĕ шухăшсене тĕпе хурса виçĕ енлĕ дневник çырчĕç.

    Паянхи кун пуриншĕн те асра юлĕ, мĕншĕн тесен ку таранччен хăрушсăрлăх правилисемпе çыхăннă çакăн пек анлă тематикăллă уроксене нихăш шкулта та ирттермен пулĕ тетĕп. Çитменнине тата пĕр ĕçрех вăй хуракан ĕçтешсемпе курса калаçни, çĕнĕлĕхсене сÿтсе явни мĕне тăрать!