Анне! Мĕн пур-ши унран хакли çакă çутă тĕнчере? Анне… Кашни çыншăн чи çывăх, чи ырă çын эсĕ. Эсĕ пуртан эпир телейлĕ, эсĕ пуртан пирĕн чунра лăпкă.
Анне пурри - пуриншĕн те телей, чуна вырнаçайми савăнăç. Эсĕ – пирĕн шанăç, эсĕ -пирĕн тĕрек.
Юратнă аннем, эпир сана çывхарса килекен Аннесен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр. Çирĕп сывлăхлă, яланах çавăн пек ырă кăмăллă пулма сĕнетпĕр. Аттепе иксĕрĕн мĕн ватăличчен пĕрле шăкăл – шăкăл калаçса пурăнмалла пултăр.
Килйыш, çемье пурнăçра чи хакли. Çемье пурри савăнтарать, пурăнма хавхалантарать, çитĕнÿсем тума пулăшать. Çемье, тăвансем пулсан пур йывăрлăхсене те çĕнтерме пулать. Анне, эсĕ – çемье ăшши. Яланах çавăн пек пултăрччĕ!