Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитрĕ тесен те юрать. Пĕр уйăха яхăн ĕнтĕ Юманай шкулĕнче паллă чăваш поэтне халалласа тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссем иртеççĕ. Паян та акă чÿк уйăхĕн 22 – мĕшĕнче 9 – 11- мĕш классенче вĕренекен ачасем хăйсен пĕлĕвне «Эпир маттур ачасем» вăйăра тĕрĕслерĕç. Ку вăййа «Чăваш хунавĕсем», «Ухсай ачисем», «Юманайсем» командăсем хутшăнчĕç.
Юманайăн ачасем –
пуринчен маттуррисем,
пуринчен те ăслисем,
пуринчен те ăстисем.
Çакăн пек девизсемпе пĕр – пĕрне саламларĕç КВНа хутшăнакансем. Ачасем чăваш чĕлхипе тата литературипе, ытларах Ухсай поэт биографийĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Тавçăрулăха, тимлĕхе аталантарма пулăшакан ыйтусем те пулчĕç. Вăйă питĕ интереслĕ иртрĕ. 9 – мĕш класра вĕренекенсем пуринчен те тавçăруллăраххисем, чăннипех те, чи маттуррисем пулчĕç.
Ухсай Яккăвне халалласа ирттерекен мероприятисемпе конкурссене çитес линейкăра пĕтĕмлетĕпĕр, çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе чыслăпăр.