Никам та поэт пулса çуралмасть. Сăвăç таланчĕ хăй вăхăчĕпе палăрма тытăнать. Те кăвак хуппи уçăлнă самант пулать, те ачан кăмăлĕ уçăлса каять – пĕлме çук.
Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасем çулсеренех хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Ĕнер кăна акă шкулта 5 – мĕш класра вĕренекен ачасемпе стена хаçачĕ кăлартăмăр. Ахальтен тетĕр – и? Çук.
Кĕçех паллă поэтăмăр Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çитет. Çавна май тахçанах тума палăртнă ĕçе туса пĕтертĕмĕр – пĕтертĕмĕрех. Хаçатра 5 – 11 класра вĕренекен ачасен хайлавĕсем кун çути курчĕç. 11 – мĕш классем сăвă – калав шăрçалама хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. 5 – мĕш классем вара тин кăна вĕренсе пыраççĕ. Çавăнпа та ман вĕсене малашне те çавăн пек пултаруллă пулма сĕнес килет.