Халь калар – и Ухсай пек, янратар – и?

Ухсай Якккăвĕ çуралнăранпа чÿк уйăхĕнче  100 çитет. Çавна май Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасем  хăйсен пултарулăхне кăтартма шутларĕç. Шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса 5 – 11- мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Я. Ухсай, ытти паллă чăваш поэчĕсен сăввисене, чи савăнтараканни вара – хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Уйрăмах 6- мĕш класра вĕренекен Арсентьева Наталия, 9 – мĕш класри Игнатьева Надежда, 11 – мĕш класра вĕренекен Попова Вероникăпа Григорьева Мария ячĕсене асăнас килет. Вĕсем чăн чăвашла çырнă сăвăсене ытла чуна пырса тивмелле вулама пултараççĕ. Конкурса хутшăнакан ачасем паллă поэтăмăр Ухсай Яккăвĕ хăй вуланă сăвăсене питĕ интересленсе итлерĕç. Чăваш поэчĕн чĕрĕ сассине илтме мĕне тăрать! Шел пулин те, сăвă вулакансем хушшинче хĕрупраçсем кăна пулчĕç. Каччисем, ахăртнех, вăтанаççĕ пулас.