Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май…

Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасем хĕрсе кайса  конкурссен уйăхлăхне  хатĕрленеççĕ. Шкулта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх поэчё  ятне илме тивĕç пулнă чăвашсен паллă поэтне Ухсай Яккăвне халалласа юпа уйăхĕн 24 – мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 26- мĕшĕччен тĕрлĕрен конкурссемпе мероприятисем ирттерме палăртнă. Çавна шута илсе ку эрнере лекци уроксем, сăвă вулакансен конкурсне ирттеретпĕр, литература альманахне кăларма хатĕрленетпĕр. Ку ĕçе пуçарнă ĕнтĕ. Аслă классенче вĕренекенсем паллă поэт пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашаççĕ.Чÿк уйăхĕнче вĕсем уроксенче илнĕ пĕлĕвĕсене КВНра кăтартĕç. Паян, юпа уйăхĕн 28- мĕшĕнче, шкулта сăвă вулакансен конкурсĕ иртĕ. Çак конкурса хутшăнакансене пурне те ăнăçусем сунас килет!