Пĕлÿ тĕнчине, чăннипех те, кĕрсе ÿкрĕмĕрех пулас. Çуллахи кунсем кашни кун тенĕ пекех хыçала та хыçала юлса пыраççĕ.
Акă шкулта предмет олимпиадисем пуçланчĕç. 8 – 11- мĕш класра вĕренекен ачасем чăваш чĕлхипе тата литературипе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Олимпиада ыйтăвĕсем çăмăлах мар. Çапах та ачасем çухалса каймарĕç, тĕрĕс те тулли хурав пама тăрăшрĕç. Чăваш чĕлхи предмечĕпе 8 – мĕш класра вĕренекен Исаков Дениспа 9 – мĕш класра вĕренекен Капитонова Елена малти вырăна йышăнчĕç. Чăваш литератури олимпиадинче вара 8-мĕш класра вĕренекен Семёнова Зинаидăпа 9 – мĕш класри Игнатьева Надежда ыттисенчен маттуртарах пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене çитес линейкăра Хисеп хучĕсемпе чыслăпăр, районта ирттерекен олимпиадăра та япăхах мар результатсем кăтартма çитĕнÿсем сунăпăр.
Яланах çакăн пек пултăрччĕ!