Анне – пирĕншĕн чун уççи, чун йăпатмăшĕ. Чунра йывăр пулсан тÿрех ун патне пулăшу ыйтма чупатăн. Кирек мĕнле пулсан та вăл хăйĕн пепкине пулăшатех.
Атте вара – пирĕншĕн тĕрек, çемье ертÿçи. Ачисемшĕн вăл тем тума та хатĕр. Атте пире аппапа иксĕмĕре пăта çапма та, апат пĕçерме те вĕрентет. «Ĕçлеме вĕренни пурнăçра кирлĕ пулĕ», - тет атте. Вǎл та анне пекех пирĕншĕн чĕререн кулянать. Пире аппапа иксĕмĕре яланах асǎрхаттарса тǎрать. «Пурнǎçра темле йывǎр пулсан та пĕр - пĕрне ан пăрахǎр. Тǎванран хакли никам та çук», - тет вǎл.
Атте – анне пурри – чăн – чăн телей. Апла пулсан, пирĕн вĕсене упрама, хаклама, кирлĕ вǎхǎтра пулǎшу пама пĕлмелле.
Атте - анне çук пулсан тǎван киле те чун туртмасть. Сивĕ, пушǎ, кичем, çухалать кил ǎшши вĕсем çук пулсан. Атте - анне ǎшшипе пурǎнасчĕ киленсе, вĕсен ырǎ кǎмǎлне хуçас марччĕ ĕмĕрне.