Асаттесен аслă çулĕпе

Кăçал Тăван çĕр-шывăн вăрçи пĕтнĕренпе 66 çул çитет. Мускав патĕнчи, Ленинградри, Сталинградри, Курск пĕккинчи çапăçусем, тылра ĕçленĕ халăхăн чăтма çук йывăр пурнăçĕ халăх асĕнче халĕ те пурăнать-ха.

9-мĕш класра вĕренекенсем  хăйсен аслă тăванĕсенчен çак вăхăт пирки ыйтса пĕлчĕç. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе альбом хатĕрлерĕç. Акă мĕн каласа параççĕ ветерансем:

     Манăн кукамай Тени ялĕнче çуралнă. Çавăнтах ÿссе çитĕннĕ.

     Вăрçă пуçланни çинчен  малтан никам та пĕлмен. Нихăш те шутламан аçтаха фашистсем тапăнасса. Пĕр ир радиопа пĕлтернĕ: «Внимание, внимание вчера ночью на СССР напали фашитсты Германии», - тенĕ.

   Манăн кукамай 14 çулта пулнă ун чух. Çав вăхăтран пуçласа мĕн ватăличен фермăра ĕçленĕ. Кун иртнĕ, çĕр иртнĕ.  Куç хупман каçсем мĕн чухлĕ пулнă! Пĕр çăвар çăкăр çыртман хăш чухне кунĕпе, тĕрлĕ курăк – чечекпе апатланнă.        Кайрантарахпа вăл уя ĕçлеме тухать. Ир тухать те, каç килет. Пĕр пушă вăхăт та пулман.

    Халĕ вара мĕн тăвас килет, çавна тума пулать тет вăл. Хальхи пурнăç ырлăх тет кукамай.

Совова Галина, 9 класс.

                           Манăн акка.

 

     Вăрçă пуçланнă чух пĕтĕм вăйлă арçынсене вăрçа илсе кайнă. Ялсенче ачасем, стариксем çеç юлнă. Килте ĕçлекен те пулман, арçын ĕçĕсене хĕрарăмсем тунă.

Вăрçă пуçланнă чух колхоз лашисене унта илсе кайнă. Хĕрарăмсем вăкăрсем кÿлсе анкарти сухаланă. Вăл вăхăтра çынсем е   выçса е чирлесе вилнĕ.

    Манăн акка Микеева Зоя Филимоновна вăл вăхăтра пĕчĕккĕ пулнă. Хăй мĕн астунине мана каласа пачĕ. Акка астуни тăрăх: « Вăл вăхăтра унăн амăшĕ чирлесе ÿкет. Вара унăн шкул пăрахса килте ĕçлеме тивет».     

Микеева Христина,  9класс

    Вăрçă пуçлансан çак инкек кашни килех кĕрсе тухнă. Кам пăшал алла тытма пултарнă - вăл тухса кайнă. Хĕрарăмсемпе пĕчĕк ачасем тата ватă çынсем çеç килĕсенче тăрса юлнă.  Хăйсен ирĕкĕпе тухса каякан хĕр арăмсем те пулнă. Вăрçа кайман çынсен те тылра пĕтĕм вăя шеллемесĕр ĕçлемелле пулнă. Шкула каякан ачасем вĕренме пăрахсах колхозсемпе заводсенче ĕçленĕ. Вăрçă хирĕнчи салтаксене вара тата йывăр пулнă. Темĕн те курнă вĕсем çапăçу хирĕнче.  Сивĕпе выçлăха та чăтнă.

Çав йывăрлăха манăн кукаçин аслă пиччĕшне Пётр Николаевич Яковлева  та чăтма тÿр килнĕ. Эпĕ ăна кукаçи каласа панă тăрăх кăна пĕлетĕп. Нимĕçсене çĕнтернĕ хыççăн ăна яппун вăрçине илсе кайнă. Вăл унта икĕ çул çапăçнă. Пĕрре тухса кайсан çичĕ çултан кăна тăван ялне таврăннă.

Халĕ ветерансем питĕ сахал тăрса юлнă. Вĕсене пирĕн пулăшса тăмалла. Пуçĕсене хунă салтаксене пирĕн ялан асра тытса пурăнмалла.

 

Макаров Николай