Åсталăха туптар – и?

                            Çамрăклăх – чаплă ят,

                            Чап ун    кивелмĕ те чакмĕ.

                            Çамрăк шеллемĕ вăя,

                            Вăй  ун – вулканăн вучахĕ.

   Çамрăк сăвăçсем, çыравçăсем, драматургсемпе пулас публицистсем 14 – мĕш хут ĕнтĕ республика шайĕнче ирттерекен «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» литература конкурса  Шупашкарти Г. Лебедев ячĕпе хисепленекен лицея пуçтарăнчĕç. Кунта паян çĕнтерÿçĕсене палăртаççĕ.

   Эпир те акă 11 çул ĕнтĕ тăрăшсах çак конкурса хутшăнатпăр. Наци лицейĕ пире  юрă – ташăпа кĕтсе илчĕ. Çакăнта вĕренекен ачасен «Пилеш» фольклор ушкăнĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, республика тулашĕнче пурăнакан учительсемпе вĕсен вĕренекенĕсене чăваш халăх юррисемпе ача – пăча вăййисемпе паллаштарчĕç. Тăван енĕмĕрĕн паллă сăмах ăстисемпе наука ĕçченĕсем Г. Краснов, Р. Сарпи, А. Юрату, С. Асамат, Ю. Силэм… конкурса хутшăннă ачасемпе ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕр упраçсемпе каччисемшĕн вĕренмелли, тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Åсталăха туптарăмăр, пĕрле вĕреннĕ тантăшăмăрсене куртăмăр, çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр.

    Çак конкурса хутшăннă Юманай шкулĕнчи 10 – мĕш класра вĕренекен Григорьева Мария драматурги секцийĕнче 1 – мĕш вырăн илме пултарчĕ. 1 дипломпа 4 Хисеп грамотипе таврăнтăмăр шурă Шупашкартан. Малашне те çитĕнÿсем тумалла пултăрччĕ.