Уроксен фестивалĕ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Хутар гимназийĕнче районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен уроксен фестивалĕ иртрĕ. Унта Çĕмĕрле, Юманай шкулĕнче вĕрентекенсем уçă уроксем пачĕç. Уроксене вĕрентекенсем тĕплĕн хатĕрленни сисĕнчĕ. Уроксем ирттернĕ хыççăн Хутар гимназийĕнче вĕренекенсем Юхма Мишши пьеси тăрăх спектакль лартса пачĕç. Хутар гимназийĕнче вĕренекен ачасемшĕн, хăнасемшĕн те çак кун яланлăха асра юлĕ. 

 

  .