Яковлев калавĕсем

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕнче вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче пухăнчĕç. Вĕсем çак куна тахçантанпах кĕтеççĕ: И.Я.Яковлев калавĕсене çĕнĕрен вуласа тухрĕç, вĕсем тăрăх инсценировкăсем хатĕрлерĕç.Уявăн пĕрремĕш пайĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.Учитель сĕннĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Чи маттуррисем ку конкурсра 6-мĕшсем пулчĕç. Уявăн иккĕмĕш пайĕнче ачасем хăйсем хатĕрленĕ инсценировкăсене лартрĕç. Кунта пурне те 5-мĕш класра вĕренекен Яковлев Миша вылякан кашкăр килĕшрĕ. Вăл кашкăр пекех улама пĕлет иккен  Юлашкинчен ачасем чăваш юррисем шăрантарчĕç. Уяв пурин кăмăлне те кайрĕ.