Литература каçĕ «Чăваш çыравçисем»

Чăваш чĕлхин чăн-чăн ăстисем – çыравçăсем. Кăçал нумайăшĕн – юбилей. Вĕсене халалласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕнче литература каçĕ иртрĕ. Вĕренекенсем Я.Ухсай, Н.Шелепи, В.Бараев, Н.Янкас, Юхма Мишши çинчен каласа пачĕç, хăйсем хатĕрленĕ презентацисене кăтартрĕç. Вĕсен сăввисене илемлĕ вуларĕç. Уйрăмах ачасене Н.Янкас шăпи хурлантарчĕ. Ывăлĕ çуралсан мĕн тери савăнать, сăввинчи кашни йĕркерех çакă палăрать. Анчах вăрçă вăхăтĕнче ывăлĕ выçса вилет, Хăй вара Çĕпĕрте асапланать. Унăн сăввине 10-мĕш класра вĕренекен Попова Вероника çав тери чуна пымалла вуларĕ.

 Литература каçĕ пурне те килĕшрĕ.