Сăмах илемне туйса…

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.  Кĕçĕннисем те шкулта ирттерекен тĕрлĕрен мероприятисемпе конкурссене хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем тăрăшсах сăвă – калав шăрçаларĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç. Хавхалансах пĕчĕк çыравçăсем çуркунне çитни çинчен, хăйсен юратнă ашшĕ – амăшĕ, тус – тантăшĕсем çинчен çыраççĕ. 1 – мĕш класра вĕренекен Мартынова Светланăпа Машанова Анастасия та аслисенчен юлас темерĕç. Çуркунне çитни çинчен сăвă – калав çырчĕç.

  Аслă классенче вĕренекен Григорьева Марийăпа Прокопьева Алиса республика шайĕнче ирттерекен «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» литература конкурсне тăратнă хайлавсемпе Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасене те паллаштарас терĕç, вĕсем те литература альманахĕ кăларчĕç. Григоьева Марийăн çитес кунсенче çак конкурсăн иккĕмĕш турне Шупащкарти Г. Лебедев ячĕллĕ лицея  каймалла. Çак конкурсра ăна ăнăçусем сунас килет.

  Чăваш чĕлхипе литература эрни вĕçленмен – ха. Мероприятисемпе конкурссем татах та пулĕç – ха.