Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе!

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ, чăваш халăх вĕрентекенĕ  И.Я.Яковлев çуралнă кун, Чăваш чĕлхи кунĕ. Кашни чăваш çыннишĕн,чăваш ачишĕн паллă кун.

     Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем тăван чĕлхене, чăваш чĕлхине халалласа сăвăсем çырчĕç.

 

       Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе!

Эс çил чуптунă пек çепĕç, хитре.

Лăпкатăн хĕвел пек   чун-чĕрене.

Пушар пек хăватлă,

Хресчен пекех лăпкă.

Тăван Атăл евĕр таса та ăратлă.

Сана юратса ирĕке кăларасшăн,

Миçе çын пуç хунă, кĕрешнĕ саншăн!

Нихçан  пĕтес çук, ялан кирлĕ пулăн

Чăваш çыннине. Ытла эс пит ырă!

Ытла та  таса. Шанчăк çути.

Эс пурăнăн ман чĕрере пĕр сÿнми.

Юратнă чĕлхем, Çеçпĕл чĕлхи,

Нихçан ан пултăр текех япăххи!

Нихçан та ан ватăл, юратнă чĕлхем,

Эс пирĕн чĕре ăшĕнчи пĕр хĕлхем!

  Попова Вероника, 10 класс.

 

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе!

Хулара-и эп, ялта-и

Калаçатăп чăвашла.

Сăвă-калавсем çыратăп

Пурте вĕсем чăвашла.

 

Пин-пин юрă, пин-пин сăвă

Хывнă пирĕн ентешсем.

Ыр сăмахлă, ĕçчен аллă –

Çавсем вĕсем чăвашсем.

 

Андриян пур, космонавт,

Волков- этнопедагог.

Айхи чăваш сăввипе

Паллаштарчĕ тĕнчене.

 

Апла пулсан манас марччĕ

Асаттесен чĕлхине.

Сăвă-калавсем çырасчĕ

Йĕрĕм юлтăр çĕр çинче!

    Яковлева Оксана, 10 класс

 

Чăваш чĕлхи -  тăван чĕлхе.

 

Шăнкăр- шăнкăр шыв юхать

Шыв юхать те сас парать.

Хĕвел хĕртет савăнса

Савăнатпар ал çупса.

 

Эпир акă чăвашсем

Юрататпăр сăвăсем

Чăваш чĕлхине савса

Сăвă çырар мухтанса.

 

 Тимофеева Ирина, 10класс