Вăрçă кунĕсем манăçмаççĕ.

    Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленни 66 çул çитсе пырать пулсан та çак йывăр вăхăт халăх асĕнчен тухмасть. Ват асаттесемпе асаннесем каласа пани ачаасене халĕ те хумхантарать. Халĕ те вăрçă çинчен киносем курма, кĕнекесем вулама, иртнĕ вăрçă çинчен каласа панине итлеме юратаççĕ вĕсем.

   Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче чи лайăх хайлавсен, презентацисен конкурсĕ иртрĕ. «Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…» ятпа 7-8 класс ачисем хайлавсем çырчĕç, презентацисем турĕç.

     Чи лайăх хайлав çыраканĕ 8-мĕш класра вĕренекен Игнатьева Надя пулчĕ. Унăн асламăшĕ хăйĕн ачалăхне, вăрçă пуçланнă пĕрремĕш куна аса илет.

     Ват аслашшĕпе, унăн вăрçă çулĕсенчи асаплă шăпи çинчен каласа парать пире 7-мĕш класра вĕренекен Исаков Денис.   

    Мĕн палăрать-ха хайлавсенче? Ачасем хăйсен çывăх çыннисене юратаççĕ, вĕсене хĕрхенеççĕ. Çакăн пек ĕçсем вĕсене ват тăванĕсемпе çывăхлатать, пĕр-пĕрин чунне тарăнрах ăнланма пулăшать.