Ял библиотекинче

Мĕн авалтан пĕр халăха тепĕр халăхран чĕлхе уйăрнă. Хăйне кăна тивăçлă чăлхе пулмасан       халăха уйрăм халăх вырăнне хуман. Чăвашсем пин çул каяллах хăйсен            чĕлхипе калаçнă. Эпирех те вилсен мĕн юблать? Мĕн калаçнă чĕлхе çав юлать», шухăшлăн юрланă мăн асаттемĕрсем. И.А. Андреев. Чăваш чĕлхи. 8-9 класс. 2009ç.

    Ака уйăхĕн юлашки эрни чăваш чĕлхипе литература эрни. Юманай шкул ачисене  çак эрнен пĕрремĕш кунĕнче, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче,  ял библиотекине чĕнчĕç. Оферкина Валентина Павловна библиотекарь 5-6 класс ачисене И.Я. Яковлев çинчен каласа пачĕ, унăн халалăпе паллаштарчĕ. Чăваш халăх сăмахлăхне пуçтарса кăларнă  çĕнĕ кĕнексемпе кăтартрĕ.

   Ачасене, уйрăмах, «халал» сăмахпа тунă кроссворд килĕшрĕ. Унăн тупсăмĕсене вĕсем хăвăрт тупса пĕтерчĕç. Юлашкинчен улттăмĕшсем Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» сăвви тăрăх хатĕрленĕ инсценировка кăтартрĕç.

  Ачасем уявра çĕннине нумай пĕлчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.