Нихçан та вáрçá ан пултáр

Манăн ватă кукамая Шуркова Юлия Ксенофоновна тесе чĕнеççĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи Туçи Мăрат ялĕнче çуралнă.

Хăрушă вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл качча кайса виçĕ ача амăшĕ пулма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унăн вăрçă вăхăтĕнчи пурнăçĕ çинчен мана, унăн хĕрĕ, манăн кукамай каласа парать.

   Пĕррехинче, çуллахи каникул вăхăтĕнче, эпĕ кукамайсем патне канма кайрăм. Эпир унпа тĕрлĕ ĕç тунă вăхăтра та, каннă чухне те питĕ нумай калаçрăмăр. Ачалăх кунĕсене аса илчĕ вăл. Унтанпа вăхăчĕ чылай иртнĕ пулин те кукамайăн пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ юха-юха анчĕ.

    «Ылханлă вăрçă пуçланнă куна, пĕчĕк пулнă пулин те питĕ лайăх астăватăп. Эпир ун чухне атте-аннепе пĕрле утă çулма улăха кайнăччĕ. Унта ялĕпех пуçтарăннăччĕ. Кăнтăр апачĕ çиме лариччен эпир, ача-пăча, çывăхри юхан шыв хĕрне шывра чăмпăлтатма кайрăмăр. Аннесем сулхăна канма ларчĕç. Каялла çитнĕ чухне улăха колхоз председателĕ пынăччĕ. Аннесем макăраççĕ, аттесем тем çинчен хĕрсех калаçаççĕ. Эпир, ача-пăча, ним ăнланмасăр тĕлĕнсе пăхса тăратпăр.

Вăл кун утă çинчен иртерех киле таврăнтăмăр. Анне пире куççлĕ витĕр вăрçă пуçланни çинчен каларĕ. Ун чухне вăрçă мĕнне пĕлмесĕрех вăл питĕ хăрушă пулнине ăнлантăмăр. Тепĕр кунне виçĕ лавпа вăрçа каякан арçынсене ялĕпех ăсатрăмăр. Тата темиçе кунтан атте патне те повестка килчĕ. Каллех темиçе лавпах кайрĕç пирĕн ял арçыннисем. Эпир аттесене куçран çухаличченех пăхса тăтăмăр. Анне пире, виçĕ ачине, ыталасах макăрчĕ. Çав кун аттене юлашки хут куртăмăр.

Вăрçă кунĕсем питĕ вăраххăн иртрĕç. Кĕçех яла виç кĕтеслĕ çырусем те киле пуçларĕç. Пирĕн аннесем канма пĕлмесĕр ĕçлерĕç. Пĕтĕм йывăр ĕç вĕсем çине тиенчĕ. Вĕсем туман ĕç те çукчĕ ĕнтĕ. Пире те, аслăраххисене, тĕрлĕ ĕçрен хăвармастчĕç. Вăй çитнĕ таран аннесене пулăшма тăрăшаттăмăр. Хăш чухне çиме çăкăр та, пÿрте хутса ăшăтма вутă пулман. Çавах ĕçленĕ. Чирленĕ пулсан та килте ларса юлман. Çынсемпе пĕрлех ĕçе тухнă. Савăнăçне те, хурлăхне те халăхпа пайланă. Хĕрарăмсем хăйсемех суха туса тырă акнă. Âна пуçтарса илсе фронта ăсатнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче алсиш-нуски çыхса каллех салтаксем валли ярса панă. Хăш чухне аннесене окоп чавма та илсе каятчĕç. Ачасене, кил-çурта пăрахсах тухса каятчĕç. Вăл ылханлă пурнăçа курмалла ан пултăрччĕ. Яланах мирлĕ пурнăç пултăр сирĕн».

Çапла вĕçлет кукамай хăйĕн аса илĕвĕсене кашнинчех.