Тĕрĕслер – хамăра?

Эпир каллех Шупашкарта. Ака уйăхĕн 16 – мĕшĕнче ачасемпе Санкт – Петербургри патшалăх  университечĕн  Шупашкарти филиалĕ ирттерекен «Чувашия – жемчужина Поволжья»  оимпиадăна хутшăнтăмăр. Юманай шкулĕн  чысне 8, 10 – мĕш класра вĕренекен  Капитонова Елена, Попова Вероника, Ундрицова Наталия, Тихонова Ольга, Григорьева Мария хÿтĕлерĕç. Çакăн йышши конкурса эпир пĕрремĕш  хут хутшăнтăмăр. Ачасем  тĕрлĕрен  этапсем витĕр тухрĕç, Чăваш ен  историйĕпе, культурипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç. Уйрăмах спортпа  çыхăннă конкурссем килĕшнĕ ачасене.

    Пирĕн  хĕрупраçсем  çакăн  пек республика шайĕнче ирттерекен мероприятие хутшăнма тÿр килнишĕн, чăннипех те, савăннă. Хальлĕхе çĕнтерÿçĕсем  кам  пулни  паллă  мар – ха.