Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем

Ака уйăхĕн пĕрремĕш çурри Çĕмĕрле районне кĕрекен Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасемшĕн ăнăçлă иртрĕ. Шĕкĕр хуламăра Шупашкара кайса куртăмăр. Хулара юр çукпа пĕрех. Хула çыннисем  тĕп  асфальт çулĕ  тăрăх çÿллĕ каблуксемпе шаклаттарса кăна утса çÿреççĕ.

   Ака уйăхĕн 14 – мĕшĕнче 10 - мĕш класра вĕренекен  Григорьева  Марийăпа пĕрле Чăваш патшалăх университечĕн  Чăваш  культурипе  филологи факультетне çитрĕмĕр. Кунта республикăри тĕрлĕ шкулсенче 8 – 11 классенче  вĕренекен  ачасем «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем – 2» наукăпа практика конференцине  пуçтарăннă. Халăх культурипе çыхăннă тĕпчев – шырав  ĕçĕсене ачасем тĕрлĕрен темăсемпе çырнă. Нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Вырăсла калаçакан ачасем те чăваш халăх культурипе интересленни питĕ савăнтарать. Уйрăмах пире Шупашкарти  10 - мĕш  гимназире вĕренекен Кокарева Екатерина, çавăн  пекех çак  хулари 20 – мĕш шкулта вĕренекен Жаркова Анастасия каласа пани килĕшрĕ. Жюри членĕсем итлесе  ларакансем конференцире тухса калаçакан ачасен ĕçĕсене мĕнле хакланине шута илчĕç. Кашниех  малти вырăнсене кама – кама парассине хут çине çырса пачĕ. Университетра ĕçлекенсем ачасен ĕçĕсене тивĕçлипех хаклама пултарчĕç, ачасене парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Юманай шкулĕнче вĕренекен Григорьева Мария та 2 – мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Вăл хăйĕн «Пирĕн тăрăхри ача – пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем» тĕпчев – шырав ĕçĕпе паллаштарчĕ.

   Çакăн  пек  республика  шайĕнче  ирттерекен конкурссемпе  конференцисене малалла та хутшăнас  шухăшсем  пур.