Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен семинарĕ

2011-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен семинар иртрĕ. Семинара филологи наукисен кандидачĕ, доцент Иванова Надежда Григорьевна ирттерчĕ.

  Чи малтан Юманай шкулĕнче вĕренекенсем хисеплĕ хăнасене шкул музейĕнче тăван тăрăх, шкул историйĕ, унăн вĕренекенĕсем çинчен каласа пачĕç. Ун хыççăн ачасем чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай ячĕпе хатĕрленĕ пĕчĕк концерт кăтартрĕç

  Семинарăн тĕп пайне Иванова Н.Г. ирттерчĕ. Вăл Патшалăх муниципаллă экзаменĕ, чăваш литература урокĕсене ирттерме кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Учительсен çитес çулхи аттестацийĕ пирки ăнлантарчĕ. Конкрссене хатĕрленĕ чухне час-часах тĕл пулакан çитменлĕхсене каларĕ.

 Семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Хисеплĕ хăна ятарласа хăнана килни пурне те савăнтарчĕ, ĕçлеме хавхалантарчĕ.