Чăваш тумĕн уявĕнче

                                                          Хĕвеллĕ, уйăхлă тухья

                                                          Йăл – йăл çиçет хĕр пуçĕнче.

                                                          Капăрланса, вăййа тухса,

                                                          Юрлать пике вăйпуçĕнче.

                                                                                     Раиса Сарпи çырнинчен.

                         

     Пуш уйăхĕн 3 – мĕшĕнче Юманай  шкулĕнче Чăваш тумĕн уявĕ иртрĕ. Пирĕн пата Шупашкартан хаклă хăнасем килсе çитрĕç: Зинаида Ивановна Воронова – чăваш кĕпи, тĕрри ăсти, Клара Александровна Осокина – Юманай шкулне вĕренсе пĕтернĕ юрăç, милици полковникĕ, Геннадий Леонидович Петров – оперăпа балет  театрĕн юрăçи. Вĕсем 5 – мĕш çул ĕнтĕ республикăри, республика тулашĕнчи  шкулсем тăрăх çакăн пек  уявсем  ирттерсе çÿреççĕ, чăваш халăх ăстисен ассоциацийĕсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ.

    Зинаида Воронова  шкул ачисене тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăваш çыннисен тумĕсемпе, вĕсен кĕске историйĕпе  паллаштарчĕ. Куракансем умĕнче - чăвашсен 18 – мĕш  ёмĕрти  тĕртнĕ пиртен çĕленĕ чăваш кĕпине, анатри чăваш хĕрĕн улача кĕпине, пушкăрт хĕрĕсен тумне, хальхи чăваш хĕрĕн, сцена ăстисен тумне тăхăннă Юманай пикисемпе каччисем. Эстрада юрăçисем илемлĕ чăваш юррисене шăрантарнă вăхăтра вĕсем  З. Вороновăпа пĕрле васкаса ташă картине тăрса тухрĕç.

   Юманай шкулĕнче вĕренекен ачасемшĕн паянхи кун – чăн – чăн уяв, Чăваш тумĕн уявĕ. Чăваш енĕн пултаруллă ăстаçисене малашне те кураканпа туслă çыхăну тытма вăй – хăват, çирĕп сывлăх сунас килет. Вĕсем çитес кунсенче шкулта ирттерекен чăваш чĕлхипе литератури эрнине килме шантарчĕç. Ырă сунса кĕтетпĕр Сире, хаклă хăнасем!

                                                      Григорьева З.А., чăваш чĕлхипе литератури учителĕ