Атте – анне килĕ ăшă яланах

«Кашни çыннǎнах çĕр çинче хǎйне кун çути панǎ ашшĕ - амǎшĕ пур. Атте – аннерен хакли никам та çук. Анне пире мĕн ачаран лăпка – лăпка ÿстерет, хăйĕн мĕн пур ăшă туйăмĕсене пире парать. Эпир чирлесен те çĕрĕпе – çĕрĕпе куç хупмасăр пирĕншĕн ăшталанать.

    Анне – пирĕн чун уççи, чун йăпатмăшĕ. Чунра йывăр пулсан тÿрех ун патне пулăшу ыйтма чупатăн. Кирек мĕнле пулсан та вăл хăйĕн пепкине пулăшатех.

    Атте вара – пирĕншĕн тĕрек, çемье ертÿçи. Ачисемшĕн вăл  тем тума та хатĕр.

    Атте – анне пурри – чăн – чăн телей. Апла пулсан, пирĕн вĕсене упрама, хаклама, кирлĕ вǎхǎтра пулǎшу пама пĕлмелле…» - çакăн пек шухăшсене палăртрĕ 11 класра вĕренекен Прокопьева Алиса Шупашкарти ялхуçалăх академийĕ ирттерекен сочиненисен конкурсне хутшăннă май.

   Алиса пĕлтĕр 2010 çулта республикăра ирттернĕ «Букварьтен илемлĕ литературăна çити» литература конкурсĕнчи очерксен секцийĕнче республика шайĕнче 3 – мĕш вырăна тухнăччĕ.

   Юманай шкулĕнче вĕренекен пултаруллă хĕрупраçа малашне те çакăн пек тĕрлĕрен  конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тума сĕнес килет.

                              Григорьева З.А., чăваш чĕлхипе литератури учителĕ.