Чǎваш халǎхĕн тивĕçлĕ ывǎлĕ

Чǎваш халǎхĕн тивĕçлĕ ывǎлĕ. (Юратнǎ вĕрентекенĕ Евгения Ивановна Жирнова çырнинчен…)

 

   Ĕнертенпех чунра лǎпкǎ мар, чĕре вырǎнта мар. Çывǎх çыннǎмǎрсенчен хǎшĕ те пулин чирлесе ÿкнĕ – ши тетĕп. Шǎнкǎравлакан, усал хыпар пĕлтерекен пулмарĕ те кǎштах лǎпланнǎ пек пултǎм. Çук, ахальтен ыратман иккен чĕре! Геннадий Никандрович Волков ĕмĕрлĕхех куçне хупнǎ тенине илтсен тǎван аттене иккĕмĕш хут çухатнǎнах туйǎнчĕ.

   Геннадий Никандровичпа хам ĕмĕрте пĕтĕмпе те икĕ хут çывǎххǎн ларса калаçма тÿр килнĕччĕ. Пĕрремĕш хут Чǎваш патшалǎх университетĕнчен вĕренсе тухнǎ май патшалǎх экзаменне тытнǎ чух (ун чухне вǎл комисси председателĕ пулнǎччĕ), иккĕмĕш хутĕнче вара – пĕр икĕ çул каялла Шупашкарти педуниверситетра этнопедагогикǎпа ирттернĕ  конференцире. Çав тери ырǎ кǎмǎллǎ çын пулни тÿрех куçа курǎнчĕ. Куçĕсем, ǎшǎ куçĕсем, илĕртÿллĕ кулли, килĕшÿллĕ шÿтлĕ сǎмахĕсем халĕ те асрах.

   Паллǎ педагогǎмǎр ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрǎлса кайма пултарнине ĕненес те килмест. Ку пуриншĕн те пысǎк çухату, чǎтма çук пысǎк хуйхǎ. Шел!

 

                                       Григорьева З.А., чǎваш чĕлхипе литератури учителĕ.